Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Йывӑҫне кура ҫимӗҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чечек (М. Удалов, XXIV пай)

Ытти пайӗсене кунта тупма пулать.



Ҫу кунӗ янкӑр та тӳлек,
Лӑп сывлӑш ачашлать пит ӑшшӑн, —
Тӳнче, тен, хӑй те йӑпанасшӑн?
Тӑлт-талт, ав, сиккелет путек
Ҫаран ҫинче. Сӗткенлӗ курӑк
Выртма тӳшек пек илӗртет.
Илемлӗ кун! Мӗн кирлӗ урӑх:
Чуна савать, юна чӗртет.
Инҫе-инҫе тӳпе кӑваккӑн
Тӑрать чаршав пек карӑнса.
Ав, пӗлӗт таткисем хӑяккӑн
Ҫӳреҫҫӗ ҫӑмӑл ярӑнса...

Ишут ӗҫре. Ун килӗнчен
Хӑни те тухрӗ уҫӑлма:
Пылпа вӗри чей ӗҫиччен
Хӑйне кичемлӗхрен ҫӑлма.
Уҫланкӑ. Илтӗнчӗ шӑй-шай.
Барон утне туртса тӑратрӗ.
Итлет: ҫынсем ҫухрашнӑ май
Ян сас ҫӑкалӑха хускатрӗ.
«Аха, кунта ӗҫлеттерет-мӗн, —
Илейрӗ тавҫӑрса хӑна, —
Вӑл халӑха ахаль тӑратмӗ,
Ыйтмасӑр «кӗртӗ» ӑс-тӑна».

Баронӑн туйӑм ҫивӗчленчӗ:
«Халех ак «фея» килмелле».
Сӑлтавӗ пысӑк: ӑс хӗҫленчӗ -
Хӗре кӗтсе ун илмелле.
«Пикантно, — шухӑшлать барон, —
Чӑн этнографи элеменчӗ.
Курассине эп тӗлленменччӗ.
Ишут кам?.. Пӗчӗк фараон.
Чечек кам?.. Пукане Ишутшӑн.
Ӑна вӑл кирлӗ выляма.
Е пулӗ пысӑк ҫӗн кил-ҫуртшӑн
Ҫӗн вӗллери пек ҫӗн ама».

Вӑрман, уҫланкӑ... Тӑпӑр-тапӑр
Вӗҫтерчӗ тухрӗ юланут;
Чечек? Вӑл тӑхӑннӑ пит капӑр,
Шӑп арӑслан пек шурӑ ут.
Вӑрман тӑрать пек йӑпшӑнса:
Паян вӑл Чечеке кӗтет пек —
Тӑман унран вӑл ютшӑнса.
Хӗр савӑнать, чӗри путек пек
Вылять сывалнӑ кӑкӑрта, —
Ун салтӑннӑ халь тим тӳлемӗ, —
Ах, ҫут ҫанталӑкӑн илемӗ
Чуна сӑваплӑн хӑпартать.

Ташлать ну, — чуптарма хӑрушӑ, —
Лӑплантараймӑн ҫийӗнчех,
Анчах хӗр аллинче чӗн пушӑ;
Ытла каяймӗ ӗрӗхсех.
Сукмакпала шур еннелле
Хӗр лашине пӑрса уттарчӗ,
Ӑсра хӑйне васкав чуптарчӗ.
Юратнӑ ҫын! Вӑл аслӑ пӳлӗх,
Вӑл чун, вӑл пурнӑҫ, юрату...
Ҫак вӑхӑтра ҫула кам пӳлӗ?
Пӳлсессӗн, пулӗ ҫухату.

Куҫа хупать хӗр: умӗнче
Ишут тӑрать пек яш та хӳхӗм.
Мӗн чухлӗ пурлӑх тумӗнче:
Укапала йӗрленнӗ пӳхӗм
Шап-шур перчатка аллинче,
Сар пиҫиххийӗ ярапаллӑ, —
Вӑл уйрӑм курӑнать, вӑл паллӑ, —
Пит килӗшӳллӗ ун ҫинче.
Куҫа уҫать хӗр — янкӑр, ҫутӑ,
Пурте тухать пек курӑнма,
Йӗри-тавра рехетлӗ тутӑ —
Тӗнче хушать-мӗн пурӑнма.

Чӗре тапать, тапать хаваслӑн,
Сиксе тухасшӑн ӑшӗнчен...
Чим-ха, мӗн пулнӑ?! Шур енчен
Шӑй-шай-мӗн илтӗнет ҫӗр саслӑн.
Чечек карт! туртрӗ чӗлпӗре —
Ут вырӑнта чӗвенчӗ, хытрӗ.
Вара шур еннелле ҫул тытрӗ.
Аран-аран хӗр ӗлкӗрет
Пуҫне пӗкме ут сикнӗ майӑн.
Кӗрет ут чӑтлӑха чӑмса.
Хӗр ун ҫинче пырать пуҫ тайӑн,
Ҫилхе ҫумне ҫат ҫыпҫӑнса.

Те туйнипе чӗре шуйханнӑ,
Сисни чуна, тен, чӗпӗтет,
Васкать хӗр. Учӗ кӑпӑкланнӑ,
Вӑл ҫавра ҫил пек вирхӗнет.
Ҫулҫисемпе ҫупать пите
Юман кати, сайра ҫӑкалӑх.
Инҫе те мар, ҫитет... ҫитет.
Курать: уҫланкӑ, шурлӑх, халӑх.
Кӗтмен ҫӗртен сиксе хӗр тухрӗ
Ҫил-тӑвӑл пек пӗтӗрӗнсе,
Ҫул тӑршшипе тусанӗ юхрӗ
Хӳре пекех сӗтӗрӗнсе.

Баронӑн куҫӗнче шур ункӑ —
Курмасть ҫут кунӑн сӑпатне.
Сасартӑк шуйӑх!.. Ун патне,
Ак, ҫавра ҫилӗн амазонка
Вӗҫтерчӗ тухрӗ чӑтлӑхран —
Шӑпа вӑратрӗ ыйхӑран.
Барон ҫӳҫенчӗ: «Боже мой,
Что делает она со мной?»
Пӗр саманта хытса вӑл кайрӗ,
Илем кӗлеткине курса.
Вӑл ирӗксӗр пуҫне халь тайрӗ,
Васкавлӑн ҫӗлӗкне хывса.

«Чечек»... Тӗлӗнтерет тӗнче».
Барон пуҫне ыр шухӑш кӗчӗ:
«Ӑҫта ҫуралнӑ, кам тивлечӗ
Тӑрать ман куҫӑм умӗнче?»
Барон илемлӗхе тинкернӗ
Италипе паллашнӑ чух.
Вӑл шухӑшлать: «Аван ӳкернӗ.
Шел, Рафаэль чӑвашӑн ҫук.
Кӗлеткине юри шӑратнӑ:
Кӗрнеклӗ, пилӗкӗ ҫинҫе;
Вӑл хӑйне хӑй тытма юратнӑн
Ларать халь элчӗ ут ҫинче».

«Каҫарӑр, мадемуазель.
Эп шутламан кунта курассӑн.
Ҫак ут ҫинче курман пулсассӑн,
Калаттӑм, туршӑн та: пит шел.
Ута хистевлӗ-ҫке сиктертӗр,
Ӑна арҫын пекех тытса.
Хӑюлӑхпа шалт тӗлӗнтертӗр,
Ӗненӗр, кайрам эп хытса.
Кӑна курассине кам пӗлнӗ —
Ут хӗр вӑййи пек шутланман.
Тархасшӑн калӑр, кам вӗрентнӗ
Сире илемлӗ утланма?»

Пуҫ тайрӗ хӗр, йӑл кулчӗ ӑшшӑн,
Кӑштах именчӗ, курӑнать.
Сӑпайлӑ пӑхрӗ вӑл, йӑвашшӑн,
Анчах, — сисет барон, — сӑнать.
Вӑл тӗлӗнет: миҫе пахалӑх
Хӗрте пуҫтарнӑ ҫут ҫанталӑк.
Кунта илемлӗ сӑн-сӑпат,
Ӑс-тӑн та тивӗҫлӗх, хӑват.
Ах, куҫӗ, куҫӗ! — ик хӗлхем,
Пӑхать асамлӑ та хӗрӳллӗ,
Ҫиҫет сӑн-пичӗ хӗпӗртӳллӗ...
Тек ырлама хӑймасть чӗлхем.

«Эп ыр сӑмахшӑн тав тӑватӑп;
Пӗлеп: ырларӑн ытлашши.
Пӗр вӑтанмасӑрах калатӑп:
Мана тивертрӗ чун ӑшши.
Чи ҫывӑх тусӑм манӑн — ут;
Ӑна хамах пӑхса ӳстертӗм.
Вӑл халь, хӑвах куратӑн, вут!
Вӑл ман савни, вӑлах ман тертӗм».
«Савни те терт? Эп тӗлӗнеп».
«Вӗсем ялан-ҫке юнашар,
Ӑҫта телей, унтах-мӗн шар».
«Чӑнах ку. Эпӗ ӗненеп».

Барон халь чӑннипе пӗлесшӗн, —
«Хӑех хӗр уҫҫӑн калӗ, тен, —
Хӑй шухӑшне вӑл тӗрӗслесшӗн,
Сӑмах хушать ытахальтен:
«Эп тусӑмшӑн пит савӑнатӑп,
Пурнӑҫӗ унӑн тӗпеле
Тухать. Чунтан ӑна сунатӑп
Пит ҫирӗп сывлӑх та телей».
Хӗрелчӗ хӗрӗн сӑн-сӑпачӗ,
Кӗҫех вӑл кайрӗ ҫуталса.
Барон шутлать: «Турах-ши пачӗ
Ҫак чечеке халал туса?»

Тӑхта, мӗн ку? Ҫынсем ӗрлеҫҫӗ:
«Ҫитет, ӗҫленӗ, тарҫӑ мар!
Пугачевсем халех килеҫҫӗ!
Енчен, ак, тытӑпӑр чукмар!»
Ҫӳҫенчӗ хӗр, сасартӑк тӑчӗ
Йӗнерӗн пускӑчӗ ҫине.
Ӑна халь темшӗн пӑчӑ, пӑчӑ...
Туртсах вӗҫертрӗ ҫухине.
Анчах мӗн ку, мӗн курчӗ-ха
Ҫак ҫиҫӗм куҫлӑ вичкӗн хӗр;
Сасартӑк мӗншӗн урчӗ-ха
Тискеррӗн ут? Кисренчӗ ҫӗр...

Сас-чӳ, шав еннелле пӗр ҫулсӑр,
Ҫырма-ҫатрасене пӗлмесӗр,
Чупать ут хӑвӑрт, сиккипе.
Ҫамки Чечекӗн йӗп-йӗпе.
Хӗр хыҫӗнчен барон васкать, —
Вӑл та шура пӗрле тухасшӑн, —
Итлет, итлет: Ишут йӑслать.
Барон халь хӑй тусне курасшӑн.
Шурти сассем чуна хӑратрӗҫ —
Ҫынсем шавлаҫҫӗ: алала!
Лашисене чарса тӑратрӗҫ
Пӑхма: мӗн пулӗ малалла?


Ытти пайӗсене кунта тупма пулать.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-06-10 16:06:52 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2579 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем